Экологи ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пырать. ЧР Наци вулавӑшӗшӗн вӑл ӑнӑҫлӑ вӗҫленет. Петр Маркин ҫыравҫӑ вулавӑша хӑйӗн 150 кӗнекине парнеленӗ. Вӗсем – ҫутҫанталӑк пирки.
Петр Маркин пултарулӑхӗ ҫутҫанталӑкпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл – лесник ывӑлӗ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи картунра ӳснӗ. Ҫыравҫӑ ҫутҫанталӑк чунне лайӑх ӑнланать. «Ҫутҫанталӑкпа ҫывӑх пулни – телей. Ҫакна ҫынсем ӑнланччӑр», - тет вӑл.
Петр Маркин кашни ҫулах вулавӑша кӗнекесем парнелет. Уншӑн кӗнеке сутасси пӗлтерӗшлӗ мар. Чи кирли – ҫутҫанталӑк пирки ҫырнӑскерсем вулакан чунне кӗччӗр.
Наци вулавӑшне лекнӗ кӗнекесем республикӑри пур вулавӑша та лекӗҫ. Петр Григорьевичӑн кӗнекисем унчченхи ҫулсенче чи вуланаканнисен йышне кӗнӗ. Кӑҫал ҫырнӑ «Волк шел к людям» тата «Земляничная поляна» кӗнекесем – сӑвӑсемпе новеллӑсен пуххисем – вулакансен чунне хускатасса шанать автор.
ЧР Наци вулавӑшӗ акци ирттерет. Унта сусӑр ачасем валли шӑккалат пухаҫҫӗ. Пылак парнесене кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче парӗҫ. Шӑпах ҫав кун вулавӑшра «Юлташсемпе – Раштав уявӗ» мероприяти иртӗ.
Ҫак кун вулавӑша сусӑр ачасене чӗнӗҫ, вӗсем валли концерт лартӗҫ. Куракансене ача-пӑча ушкӑнӗсем юрри-ташшипе савӑнтарӗҫ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн шкул умӗнхи тата коррекци педагогикипе психологи факультечӗн 2-мӗш курс студенчӗсем театрализациленӗ постановка кӑтартӗҫ.
Сусӑр ачасем валли шӑккалат пухас акци паян пуҫланнӑ. Сирӗн те ыркӑмӑллӑх ӗҫне хутшӑнас килет-и? Шӑккалата кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен илсе пыма юрать. Сирӗн пӗчӗк парне сусӑр ачана пысӑк савӑнӑҫ парнелӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн юбилейне халалласа диктант ҫыртарать. Ӑна йӗркелӳҫӗсем ҫутӗҫ акцийӗ теҫҫӗ.
Библиотека диктанчӗн теми — «Театр в главной роли» (чӑв. Театр тӗп рольте). Ятне вырӑсла каланине шута илсен ӑна вырӑсла ҫыртараҫҫӗ тесе шухӑшлама май пур.
Вулавӑш ирттерекен диктанта чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен ҫыртарӗҫ. Диктанта ҫав кун 13 сехетре Наци вулавӑшӗн сайтӗнче вырнаҫтарӗҫ.
Диктант ҫырас текенсен кӑмӑл-шухӑша палӑртса kray@publib.cbx.ru электрон адреспа чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ҫыру ярса памалла. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн 90 ҫулхине халалланӑ диктанта кирек кам та ҫырма пултарать.
(2017 ҫулхи юпан 28-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Х съездӗнче каланӑ сӑмахран)
Ҫуркуннеччен выҫса вилетпӗр пуль тесен те, чӑвашсем ыраш анине пӗрех шуратса хӑварнӑ.
Раҫҫейри вак халӑхсен чӗлхисем тавра, республикӑсемпе автономисем ҫинче каллех хура пӗлӗтсем явӑнма пуҫларӗҫ пулсан та, чӑваш халӑхӗ вилсе выртма шухӑшламасть-ха. Ҫултан-ҫул пайӑрланать те ушкӑнланать, ушкӑнланать те Чӑваш наци конгресӗ тавра тата хытӑрах чӑмӑртанать.
Аслисем астӑваҫҫех тетӗп: ҫак чӑмӑртану патне хаяр кӗрешӳ витӗр ҫитмелле пулчӗ. Шовинистсем таптанине чӑтма патша саманинчех хӑнӑхнӑ. 1907 ҫулта Чӑваш Пухӑвне Юмансемпе Хурисен Чӗмпӗрте полици сӑмси айӗнче вӑрттӑн ирттернӗ, 1917 ҫулта — 100 ҫул ӗлӗк — Никольскипе Комиссаровсем, Алюновпа Николаевсем — чӗмсӗрлӗхе хӑюллӑн сирме пултарнӑ.
ЧНКана никӗслесен вырӑссем мар, чӑваш ҫыннисем пирӗн ҫине ҫав тери хаяр сиксе ларни тӗлӗнтерме пӑрахмасть. 1992-1996 ҫулсенчи элек ҫырӑвӗсене упратӑп. Кунта пире националист, тӑшман, сӑрӑ кашкӑр, ухмах тата ытти ярлӑксемпе илемлетнӗ.
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӳнер каҫӗ» акци иртӗ. Кӑҫал ӑна музейсем, театрсем, вулавӑшсем, культура ҫурчӗсем «Ӳнер пӗрлештерет» ятпа йӗркелӗҫ.
«Ӳнер каҫӗ» акци иртекен лапамсенче куравсем, ӑсталӑх класӗсем, концертсем, экскурсисем, пултарулӑх квесчӗсем, тавлашу лапамӗсем йӗркелӗҫ, спектакльсем кӑтартӗҫ.
Чӑваш патшалӑх сӑнав драма театрӗнче клоунада пирки ӑсталӑх класӗ иртӗ, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче вара «Юрату пурах иккен» спектакль кӑтартӗҫ. ЧР Наци вулавӑшӗнче «Революци ӳнерӗ, революци – ӳнерте» тавлашу лапамӗ ӗҫлӗ. А.Г.Николаев космонавт ячӗллӗ асӑну комплексӗнче астрономи сӑнавӗ пулӗ.
Чӑваш наци музейӗ, Ӳнер музейӗ, патшалӑх истори архивӗ те акци валли программа хатӗрлӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан Ирина Кузьмина Чӑваш Ен Элтеперӗн портретне ҫӑмран хатӗрлесшӗн. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Вӗсем ҫырнӑ тӑрӑх, Ирина Кузьмина Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк пурлӑхӗпе экологи министерствинче вӑй хурать, ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра ҫӑмран илемлӗ картинӑсем ӑсталать. 36 ҫулти ӳнерҫӗн пухмачӗнче хальлӗхе — 14 картина.
«Ку киленӗҫ нумаях пулмасть ӑнсӑртран ҫуралчӗ. Лавккана кӗрсен ҫакнашкал картина куртӑм. Ӑсталӑха ӳстерес тӗллевпе маҫтӑр-класа ҫырӑнтӑм, епле ӗҫлемеллине вӗрентӗм», — каласа кӑтартнӑ Ирина.
Унӑн картинисен йышӗнче пейзажсем те, ҫын портречӗсем те пур. Ҫавӑн пекех вӑл чӗр чунсене те калӑплать.
Палӑртса хӑварар, Ирина Кузьминан куравӗ Чӑваш наци вулавӑшӗнче ыран, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, каҫхи 6 сехетре уҫӑлӗ.
Чӑваш наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» центрӗ пурне те вулав клубне йыхравлать.
«Пирӗн тӗллев – чӑвашла нумайрах вуласси, чӑваш литературипе тӗплӗнрех паллашасси, чӑвашлӑха аталантарасси. Кашни тӗл пулура пӗр-пӗр авторӑн кӗнекине сӳтсе яватпӑр, шухӑшсене, кӑмӑл-туйӑмсене пӗлтеретпӗр, чӑвашла хитре те тӗрӗс калаҫма хӑнӑхатпӑр, хамӑр пултарулӑхпа паллаштаратпӑр, литература тата чӗлхе вӑййисем вылятпӑр», — тесе хыпарланӑ халӑх сечӗсенчен пӗринче.
Пӗрремӗш тӗлпулӑва юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 18:00 сехетре вулавӑшӑн «Чӑваш кӗнеки» центрӗнче ирттереҫҫӗ. Пӗрремӗш калаҫу Марина Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» кӗнеки тата авторӑн пултарулӑхӗ пирки пулӗ.
«Кӗмӗл тумлӑ ҫар» кӗнекене эсир Наци библиотекинче илсе вулама пултаратӑр! Хапӑл туса кӗтетпӗр!» — тенӗ унта.
Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Никита Васильев ҫулҫӳревҫӗ Шупашкарти Наци вулавӑшне тӗлпулӑва йыхравлать. Тӗнче тӑрӑх велосипедпа ҫула тухнӑ Никита Васильев пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсех тӑчӗ. Аса илтерер, утӑ уйӑхӗн ҫурринче Никита ҫул ҫинче пӗччен маррине пӗлтернӗччӗ, Ҫӗнҫӗпӗр хулинче ҫуралса ӳснӗ Настя Сафонова унпа ҫула тухнӑччӗ. Радиоертӳҫӗре ӗҫлекен хӗр хӑйӗн ӗҫне пӑрахса Никитӑпа пӗрле Чӑваша ҫитме шут тытнӑ.
«Икӗ ҫул тата 34 500 км хыҫра», — тесе ҫырнӑ ӗнер Никита тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Аякри ҫӗрсем тӑрӑх ҫухрӑм хыҫҫӑн ҫухрӑм хӑварса ҫӳренӗ каччӑпа Мари Элпа Чӑваш Ен чиккинче авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 12 сехетре тӗл пулма, унтан каччӑпа пӗрле Шупашкарти Наци вулавӑшне килме май пур.
Чӑваш Наци вулавӑшӗнчи Айхи залӗ тата унти «Айгиана» коллекци нумаях пулмасть Эстонире пичетленнӗ ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланнӑ. Унта Чӑваш Республикин халӑх поэчӗн 1956–2003 ҫулсенче ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ.
«Чащи в лесу» ятлӑскер кӑҫал кун ҫути курнӑ. Унта поэтӑн 126 сӑввине вырӑсла тата эстонла пичетленӗ. Калӑпӑшлӑ кӗнекене вулавӑша Галина Куборская-Айги парнеленӗ. Сӑмах май, Геннадий Айхин сӑввисем унччен эстонла пичетленмен.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Геннадий Айхин пуян эткерлӗхӗ упранать. Унта унӑн пултарулӑхӗпе ҫеҫ мар, пурнӑҫӗпе те туллин паллашма пулать. Поэтӑн ҫырнисене «Айгиана» коллекци куҫ шӑрҫине упранӑ евӗр упрать. Унсӑр пуҫне Геннаий Айхин залӗ те пур унта. Чӑваш наци вулавӑшӗнче ӑна та поэтӑн эткерлӗхне ӑруран ӑрӑва упрас тӗллевпех йӗркеленӗ.
Наци вулавӑшӗнче ӗнер чӑвашсене ҫутта кӑларас ӗҫре тата чӑваш чӗлхипе культурин тӗпчевне самай вӑй хунӑ виҫӗ ҫынна халалласа ҫавра сӗтел ирттерчӗҫ. Ҫак чыса Николай Ильминский (ҫуралнӑранпа 195 ҫул ҫитнӗ), Николай Поппе (ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитет) тата Константин Прокопьев (ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитнӗ) тивӗҫрӗҫ. Николай Ильминский чӑвашсене ҫутта кӑларас енӗпе (тӗн сулӑмӗпе) палӑрнӑ, Николай Поппе пирӗн чӗлхене тӗпченипе тата тӗнче шайне кӑларнипе. Прокопьев Константин Прокопьевич вара, пуп пулса ӗҫлесе, чӑвашсен йӑли-йӗркисене тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.
Ҫавра сӗтелте кашни пирки тӗплӗн каласа пачӗҫ. Атнер Хусанкай Ильминский пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ, Геннадий Дегтярёв — Николай Поппен кун-ҫулӗпе, Георгий Матвеевпа Алексей Симулин — Константин Прокопьевӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе. Ҫавӑн пекех хӑйсен шухӑшӗсемпе Виталий Станьял, Николай Егоров, Сергей Щербаков, Дмитрий Басманцев паллаштарчӗҫ.
Тухса калаҫакансен сӑмахӗпе туллин аудиофайлта паллашма май пур:
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.